Телей — Асап

 

4461Инкек-синкекӗн куҫӗ ҫук: кам патне пырас тет, ҫавӑн патне пырать.Телей — Асап
4466Инкеке кӗтсе тӑма хушман.Телей — Асап
4467Инкеке туйса лӗпӗш те пӳрте вӗҫсе кӗрет.Телей — Асап
4468Инкеке туйса чӑх та автанла авӑтать.Телей — Асап
4469Инкеке туйса шапа та урайне сиксе тухать.Телей — Асап
4470Инкекӗ кашниннех ҫителӗклӗ теҫҫӗ.Телей — Асап
4471Инкекӗ яланах синкеке йыхӑрать.Телей — Асап
4459Инкекӗн мӑйраки нумай.Телей — Асап
4472Инкекӗн ури варӑм.Телей — Асап
4473Инкекӗн ури саккар.Телей — Асап
4474Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах.Телей — Асап
4475Инкекпе ҫын пусӑрӑнать теҫҫӗ.Телей — Асап
4476Инкекпе ҫын сикет тет.Телей — Асап
4477Инкекре раксем анчах хӗрелеҫҫӗ.Телей — Асап
4478Инкекрен сыхлан — вӑл ҫук чух.Телей — Асап
4479Инкекрен хӑраман инке ҫук.Телей — Асап
4626Йӑк ура айӗнчен тухать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4793Йӗнине курсан ҫын савӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4480Йӗпе ҫине сапа.Телей — Асап
4794Йӗрекенсем хушшинче кулса тӑни вырӑнсӑр.Йӗрӳ — Кулу
4795Йӗрес ача ашшӗн сухалӗпе вылянӑ.Йӗрӳ — Кулу
4796Йӗрсе куҫҫуль типес ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4797Йӗрсе ларнипе йӗрке пулас ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4798Йӗрсе пурӑниччен юрласа вилес.Йӗрӳ — Кулу
4799Йӗрсен йӗрӗх тупӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4800Йӗрсен-йӗрсен куҫҫуль те типет.Йӗрӳ — Кулу
4801Йӗрсен-йӗрсен чун хытать.Йӗрӳ — Кулу
4628Йывӑр хуйхӑ хӗрлӗ сӑна шуратать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4629Кам нушта курман, вӑл ним те пӗлмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4481Кӑмӑлне кура телейӗ.Телей — Асап
4482Кӗтмен инкек кӗтесрех тӑрать.Телей — Асап
4802Кула-кула кассан ҫӗленӗ чух йӗрес пулӗ.Йӗрӳ — Кулу
4803Кулакан кулӑшпа чыхӑннӑ.Йӗрӳ — Кулу
4804Кулакан пулсан мана та тӗрт.Йӗрӳ — Кулу
4805Кулакана йӑпатмаҫҫӗ, йӗрекене йӑпатаҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4806Кулакана кулӑ ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4807Кулакана курсан кулас килет, ҫиекене курсан ҫиес килет.Йӗрӳ — Кулу
4808Кулакана кутне ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4809Кулакана кушак хӳри.Йӗрӳ — Кулу
4810Куласси кулянасси мар, кӑмӑла хуҫмасть.Йӗрӳ — Кулу
4811Кулассипе йӗресси пӗр мар ҫав.Йӗрӳ — Кулу
4812Кулӑ витмен ҫупкӑ ҫинӗ.Йӗрӳ — Кулу
4813Кулӑ култарать те, кайран пите хӗретет.Йӗрӳ — Кулу
4814Кулӑ пите ҫыпӑҫать.Йӗрӳ — Кулу
4815Кулӑ тени кутӑн та ҫаврӑнма пултарать.Йӗрӳ — Кулу
4816Кулӑпа саланни куҫҫулӗпе пухӑнать.Йӗрӳ — Кулу
4817Кулӑш — сывлӑха пулӑш.Йӗрӳ — Кулу
4818Кулӑш хуҫи ялан кулса пурӑнмасть.Йӗрӳ — Кулу
4819Кулӑш хуҫин те куҫӗ шывланать.Йӗрӳ — Кулу
4820Кулӑшӑн куланай укҫи ыйтмаҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу